Кубок республикӑрах юлчӗ

Ку вӑйӑ кӑмӑл тӑвакансен ӑмӑртӑвӗ шутланать пулин те, унта профессионал спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑваш Енри регболистсем Шупашкар пуҫлӑхӗн парнисемшӗн тупӑшрӗҫ.

Чӑваш Ен пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗлтӗр пирӗн республикӑра регбол енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче выляса янӑран, хальхинче ҫӗнтерӗве тавӑрас тӗллевлӗ. Ҫавӑнпа ӑмӑртӑва ҫӗршыври ҫитес тупӑшӑва хатӗрленнӗ пек йышӑнаҫҫӗ. Чир алхаснине пула, кӑҫал Раҫҫей чемпионатне ирттермен, ҫапах та республика федерацийӗ Чӑваш Ен регбол ҫӗнтерӳҫи пулас шанӑҫне ҫухатмасть. Ку тӗллевпех ӑмӑрту ирттерме палӑртнӑ. Унта "Олимп", "Барс", "Витязь", "Вольник" тата "Паттӑр" ушкӑнсем хутшӑннӑ. Кӗрешӳ ветеранӗсенчен тӑракан пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗ - "Барс" команда, хальхинче те ӑсталӑхӗпе пуринчен те ирттернине ҫирӗплетрӗ. Республикӑн пӗрлештернӗ ушкӑнӗпе Пермь тӑрӑхӗнчи регболистсен юлташла ӑмӑртӑвӗ Чӑваш Ен чемпионачӗн уйрӑм парни пулчӗ. Пирӗн спортсменсем 13 : 8 шутпа хӑнасене ҫӗнтерчӗҫ. 

 

Ирина Николаева, Вячеслав Ильин