Утӑ уйӑхӗнче тума пикеннӗ лаптӑк халӗ хӗрӳ ӑмӑртусем йышӑнма та, тренировкӑсем ирттерме те хатӗр. Футбол уйне ятарлӑ сийпе витнӗ. Стадионта ҫавӑн пекех чупмалли ҫулсем тунӑ, вӑрӑмӑшне сикекенсем тата йӗтре ывӑтакансем, сӑнӑ-мечӗк перекенсем валли уйрӑм лаптӑк пур. Ҫак объект 32 миллион тенке яхӑн кайса ларнӑ. Укҫан ытларах пайне регион бюджетӗнчен уйӑрнӑ, 2 миллионне район саплаштранӑ. Красноармейскисем кӑҫал республикӑра чи пӗрремӗш ҫӗнӗ спорт лаптӑкне кӗтсе илчӗҫ.
Ирина Николаева, Дарья Паскарюк, Вадим Владимиров