Красноармейски тӑрӑхӗнчи Упире волейбол турнирӗ иртрӗ

Ҫӗнӗ ҫула ҫирӗп сывлӑхпа, ҫывӑх ҫынсемпе тата тӑван ял-йышпа кӗтсе илнине мӗн ҫиттӗр. Трак тӑрӑхӗнчи Упи ял таврашӗнче пурӑнакансем ҫакна тӗпе хурса сывлӑх уявӗ йӗркелерӗҫ. 

Упи ялӗнчи чылай кил-ҫурт умӗ йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе ялкӑшать. Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе ял-йыш пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла пӳрчӗсене гирляндӑсемпе илемлетет, юртан хӗл мучи тавраш ӑсталать. Кунти шкул та, культура ҫурчӗ те аякранах халӑха хӑйӗн илемӗпе илӗртет, иртен-ҫӳрене савӑк кӑмӑл парнелет. Нумай пулмасть, ялти ҫӗнӗ сценӑпа пуянланнӑ стадион таврашӗ те каҫсерен хунарсемпе ҫуталма пуҫланӑ. Килти ӗҫсенчен пушансан скандинави уттипе утма тухакансемшӗн ҫакӑ уйрӑмах пысӑк савӑнӑҫ.

Вырӑнти пуҫлӑхсемпе депутатсем влаҫпа килӗшӳре пулни яла самай аталанма пулӑшать. Ырӑ ӗҫре ҫамрӑксем те хастар. Ҫак ялта ҫуралса ӳсне Николай Степанов тӑрӑшнипех уписем ҫӗнӗ ҫула халалласа волейболла вылякансен "Хӗл мучи турнирне" йӗркелерӗҫ.

Тупӑшӑва ку тӑрӑхри ялсенчен 4 ушкӑн хутшӑнчӗ. Ялпа ял командӑсем йӗркелесе мала тухассишӗн ӑмӑртса вылярӗҫ. 

4 команда хушшӑнчи хӗрӳ тупӑшу 6 вӑйӑ таран тӑсӑлса курма килнисене чылай савӑнӑҫ парнелерӗ. Пухӑннисене сывлӑх уявӗпе саламласа паллӑ юрӑҫсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ, хӑйне евӗр ыркӑмӑллӑх концерчӗ йӗркелерӗҫ.

Хӗл мучи турнирӗн ҫӗнтерӳҫисене медальсемпе, кубоксемпе тата парнесемпе чысларӗҫ, укҫа парса хавхалантарчӗҫ. Ҫапла туслӑ халӑх пур ӗҫре те пӗрле. Кашни кунах вӗсем ҫар операцине пулӑшса хӳтлӗх каррисем ҫыхаҫҫӗ, ҫуртасем шӑратаҫҫӗ тата ытти те. Пӗрле чухне яланах вӑйлӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

Алексей Енейкин