Кире пуканӗ йӑтакансем "Хыпар" хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ 

Ӑмӑрту Маунтинбайк центрӗнче иртрӗ. Виҫӗ кун пыракан турнирта 200-е яхӑн спортсмен тупӑшрӗ. Кӑҫалхипе спорт уявӗ 37-мӗш хут пулчӗ. 

Кире пуканӗ йӑтакансем Шупашкара Раҫҫейӗн 13 регионӗнчен пухӑнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртушӑн тунсӑхланине пӗлтерчӗҫ вӗсем. Коронавируса пула иртнӗ икӗ ҫул тупӑшӑва ирттерме май килмен. Маунтинбайк центрӗнче тӗрлӗ ӑрури спортсменсем вӑй виҫрӗҫ. Спорт ветеранӗсем ҫамрӑксене хӑйсен ӑсталахӗпе паллаштарчӗҫ, сӗнӳ-канаш пачӗҫ. Хаҫат парнишӗн Патӑрьелти 53-ри Николай Васильев та тупӑшас тенӗ. Вӑл 2018-мӗш ҫулта спорт ветеранӗсем хушшинче иртекен Раҫҫей турнирӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак спорт ӑна вӑй парса тӑнине калать вӑл. Канашри 9-мӗш шкулти физкультура учителӗ Алевтина Евграфова ӑмӑртӑва 10-мӗш хут хутшӑнать. Кӑҫал вӑл 63 кило таякан хӗрарӑмсем хушшинче ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарчӗ. 

Спортсменсене хавхалантарма тата саламлама Патшалах Думин депутачӗ Анатолий Аксаков ҫитрӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл та тимӗр вӑййипе туслӑ пулнӑ. Кире пуканӗ йӑтассине чӑтӑмлӑ ҫынсем суйлаҫҫӗ, терӗ вӑл. 

Ӑмӑртура Киров облаҫӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ. Иккӗмӗшӗнче - Чӑваш Республики, виҫҫӗмӗшӗнче -Тутарстан. 

Алена Артемкина, Екатерина Янгалакова