Кӗрешӳ спортне аталантараҫҫӗ

Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче ирӗклӗ майпа кӗрешессипе ҫамрӑксем хушшинче турнир иртрӗ. Унта хамӑр республикӑран кӑна мар, ытти тӑрӑхран килнӗ атлетсем те вӑй виҫрӗҫ. 

Ку турнира 3-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Унта хутшӑнакансен шучӗ ҫулран ҫул йышланса пырать. Кӑҫал Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Патӑрьел, Елчӗк, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Канаш, Красноармейски тӑрӑхӗсенчен спортсменсем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех Пенза хулинчи тата Тутарстанри атлетсем килсе ҫитрӗҫ. Ҫакӑ ӑмӑрту шайӗ ӳссе пынине ҫирӗплетет. Районта ирӗклӗ майпа кӗрешесси аталантӑр тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Кунти спорт шкулӗнче 60 ытла ача ӑсталӑхне туптать. Вӗсем тӗрлӗ спортпа туслӑ. Тупӑшу хӗрӳ пулчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 12 виҫе ушкӑнӗнче палӑртрӗҫ. Вӗсене кубоксем, медальсемпе хисеп хучӗсем тата парнесем парса чысларӗҫ.

Диана Иванова, Иван Макеев