Кавир ҫинчи ҫӗнтерӳ пурнӑҫра та пулӑшӗ

Канаш хулинче тӗнче шайӗнчи спорт мастерӗн Антон Афанасьевӑн парнисемшӗн ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен йӑлана кӗнӗ турнирӗ иртрӗ. Хӗрӳ тупӑшу "Локомотив" спорт шкулӗнче пулчӗ. 

Спортри пултарулӑха кавир хуҫисемпе пӗрлех ытти муниципалитетсенчен килнӗ спортсменсем те кӑтарӗҫ. Ҫӗнтерӳ Кубокӗшӗн 5 виҫе ушкӑнӗнче 12 команда тупӑшрӗ. Спортсменсем тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкартан, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Патӑрьел, Елчӗк, Красноармейски, Канаш тӑрӑхӗсенчен пуҫтарӑннӑ. Ҫавӑн пекех Удмурт Республикин команди те пулчӗ. Ку уҫӑ турнира 2018-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ. Унтанпа ӑна кашни ҫулах йӗркелеҫҫӗ. 

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн Антон Афанасьевӑн кӗрешӳри ӳсӗмӗсем Канашри спорт шкулӗнчен пуҫланнӑ. Кӗҫех малӗмӗтлӗ атлет ҫӗршывра палӑрса Европа шайӗнчи турнирсенче ҫитӗнӳсем тунӑ. Унтан тӗнчери чи опытлӑ спортсменсемпе пӗр кавир ҫине тухма тивӗҫ пулнӑ. Македони, Польша, Азербайджан, Америка кӗрешӳҫисене парӑнтарса бронза призерӗ пулса тӑнӑ. Ку тӗслӗх паянхи кун та Чӑваш Енре ӳсекен пулас чемпионсене ҫӗнтерӳ патне туртӑнма хавхалантарса тӑрать. 

Турнир хӗрӳ иртрӗ. Уйрӑмах Елчӗкри Ардалион Игнатьев ячӗпе хисепленекен "Улӑп" спорт шкулӗнче вӗренекенсем ӑсталӑхпа палӑрчӗҫ. 29 килоллисен виҫе ушкӑнӗнче Константин Миллин тренерӑн вӗренекенӗ Михаил Миллин ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Аслӑ Елчӗкри Арсений Адюков вара 25 кило таякансем хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, ушкӑнсенчен пъедесталӑн чи ҫӳлти картлашкипе виҫҫӗмӗш вырӑнне тӗп хулари "Богданка" 1-мӗшпе 2-мӗш командисем йышӑнчӗҫ. Кавир хуҫисем - канашсем - иккӗмӗш пулчӗҫ.

Леонид Петров, Иван Макеев