Канашра ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе регионсем хушшинчи "Ҫӗнтерӳ эткерҫисем" ятпа ӑмӑрту иртрӗ

Спортсменсем тӗнче класслӑ спорт мастерӗн, Европа тата тӗнче шайӗнчи тупӑшусен призерӗн Антон Афанасьевӑн парнисемшӗн вӑй виҫрӗҫ. 

Хӑйсен спортри ӑсталӑхне кӑтартма Канашра йӗркеленӗ турнира 170 ытла ҫамрӑк спортсмен килсе ҫитнӗ. Кавир ҫине Тутар, Мари республикисен, Чӗмпӗр облаҫӗн, Канаш, Шупашкар хулисен, республикӑри тӗрлӗ округ кӗрешӳҫисем тухрӗҫ. Ӑмӑрту епле хӗрсе пынине сумлӑ хӑнасемпе танах спортра хӑй вӑхӑтӗнче пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнисем, паллӑ тренерсем сӑнарӗҫ.

Тупӑшӑва кашни спортсмен Антон Афанасьев тӗслӗхне тӗпе хурса ҫӗнтерес туртӑмпа тухрӗ. Ентешӗн ирӗклӗ майпа кӗрешессинчи пултарулӑхӗпе уйрӑмах канашсем мӑнаҫланса турниртан турнира ҫӳреҫҫӗ.

Спортсменсем 26 килоран пуҫласа 85 килоччен тӗрлӗ виҫе категорийӗнче вӑй виҫрӗҫ. Ҫӗнтерӳ эткерҫисем пурте тенӗ пекех ӑмӑртӑвӑн наградисене тивӗҫрӗҫ.

Алиса Александрова, Иван Макеев