Канаш тӑрӑхӗнчи Карӑклӑ ялӗнче кӗрешӳҫӗсен уҫӑ турнирӗ иртрӗ

Унта ҫӗршыври 10 регионти 120 ытла ҫамрӑк атлет вӑй виҫрӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва нумай ҫул ӗнтӗ СССР спорт мастерӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата тренерӗ Геннадий Смирнов ячӗпе йӗркелеҫҫӗ.

Геннадий Смирнов Канаш районӗнчи Ҫӑлпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Паллӑ спортсмен тата тренер ячӗпе йӗркелекен турнир республикӑри чи пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусен йышне кӗрет. Ентешӗсен тата тӑванӗсен пуҫарӑвӗпе ӑна кӑҫал 36-мӗш хут ирттерчӗҫ. Кӗрешӳ яланхи пекех хӗрӳ иртрӗ. Кавир ҫине 10 регионти 16 ҫулчченхи яш-кӗрӗм тухрӗ. Вӗсем тӗрлӗ виҫе ушкӑнӗнче тупӑшрӗҫ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, ҫулран ҫул ӑмӑрту шайӗ ӳссе пырать. Вӑл Геннадий Смирновӑн ырӑ ятне упрама пулӑшать. 

Геннадий Смирнов - ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе СССР спорт мастерӗ, республика чемпионӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл чылай пуларуллӑ спортсмена хатӗрленӗ. Ун патӗнче вӗреннисем ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ. Унсӑр пуҫне Геннадий Никифрович ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен шкулне йӗркеленӗ.1958-мӗш ҫултах Канашри ача-пӑча спорт шкулӗнче кӗрешӳ уйрӑмне уҫнӑ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе Геннадий Смирнов паян та ҫамрӑк спортсменсене ҫитӗнӳсем тума хавхалантрать. Вӗсен йышӗнче мӑнукне те палӑртмалла. Яна Георгиева мӗн пӗчӗкрен кӗрешӳпе кӑсӑкланать. Вӑл 7-мӗш класранпа Шупашкарти Олимп резервӗн шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ, нумай-нумай медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫак кунсенче те Яна тӗнче шайӗнчи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. 

Кашни виҫе ушкӑнӗнчех ӑмӑрту хӗрӳ иртрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене мадальсемпе, дипломсемпе, кубоксемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. 

Надежда Александрова, Иван Макеев