Ӑмӑртӑва Владимир Романов 60 ҫул тултарнине халалланӑ. Пӗтӗм пурнӑҫне вӑл спортпа ҫыхӑнтарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене пӗрре мар хутшӑннӑ. Совет Союзӗн чемпионатӗнчен, ҫамрӑксем хушшинче иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи тупӑшуран ҫитӗнӳпе таврӑннӑ. Владимир Иванович 40 ҫул тренерта ӗҫленӗ. Халӗ "Локомотив" спорт шкулӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсене хатӗрлет. Спорт уявне уҫнӑ май пухӑннисем ӗҫтешне саламласа тӑрӑшулӑхӗшӗн, пулас спортсменсене тивӗҫлӗ шайра аталантарнӑшӑн тав турӗҫ.
Алиса Александрова, Иван Макеев