Ӑмӑртӑва опытлӑ спортсменсемпе танах хӑйсен ӑсталӑхне нумай пулмасть туптама пуҫланисем те ҫитнӗ. Кам ҫивӗчрех, хӑвӑртрах, вӑйлӑрах? Ҫакна дартс вӑййинче, ГТО нормисене пурнӑҫласа, эстафета чупса тӗрӗслерӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 3 ушкӑнра палӑртрӗҫ. Пӗрлехи кӑтарту тӑрӑх, 9 ҫулчченхи ачаллӑ ҫемьесем хушшинче 1-мӗш вырӑна Трак тӑрӑхӗнчи Алексеевсем тухрӗҫ.
10-12 ҫулти ывӑлӗпе ӑмӑртакансен йышӗнче Етӗрне округӗнчи Нестеровсене ҫитекенни пулмарӗ. 10-12 ҫулти хӗрачаллӑ ушкӑнсем хушшинче чи маттуррисем - Вӑрнар тӑрӑхӗнчен килнӗ Политовсем. Стадионта хаваслӑ шӑв-шав, пӗрне-пӗри хавхалантарса кӑшкӑрни иртен-ҫӳрене те кӗрсе курма хистет.
Ӑмӑртӑва ачисемпе килнӗ ашшӗ-амӑшӗ - ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх. Вӗсем ҫемйипех кашни куна зарядкӑран пуҫлаҫҫӗ, ывӑл-хӗрне спорт секцийӗсене илсе ҫӳреҫҫӗ. Тӗрлӗ шайри ӑмӑртура та ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ.
Алиса Александрова, Леонид Петров