Республикӑра сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансен тата спортпа туслӑ ҫынсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Ҫакӑнта район-хуласенче спорт тытӑмне аталантарни пысӑк витӗм кӳрет. Ишлей поселокӗнче вырнаҫнӑ "Унга" физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса ку тӑрӑхра пурӑнакансем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл мӗнле ӗҫленипе Чӑваш Енри спорт министерстви ҫумӗнчи обществӑлла канашӑн пайташӗсем вырӑна ҫитсе паллашрӗҫ. 4 пин ытла тӑваткал метр йышӑнакан керменте 25-метрлӑ бассейн, спортпа тренажер тата фитнес залӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ачасем валли самбо пӳлӗмӗ пур. Ирӗклӗ майпа кӗрешес, футбол, волейбол енӗпе секцисем йӗркеленӗ. Спортпа туслӑ ҫамрӑксем унта кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ. Комплекспа юнашар вӑтам шкул вырнаҫни те питӗ меллӗ. Физкультура урокӗсем те кунтах иртеҫҫӗ. Ку спорт объекчӗ уҫӑлни ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑнӑ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов