Ишлейре ирӗклӗ майпа кӗрешессипе 20-мӗш уҫӑ турнир иртрӗ

Ӑна Владимир Горшков спорт ветеранӗ тата усламҫӑ 60 ҫул тултарнине халалланӑ.

Владимир Васильевич мӗн пӗчӗкрен кӗрешеве кӑмӑлланӑ. Ҫак спорт енӗпе вӑл ӑсталӑхне шкулта та, кайран малалла вӗреннӗ вӑхӑтра та туптанӑ. Пӗрре мар тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Халӗ ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парассине тимлӗх уйӑрать. Ҫак тӗллевпех ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвне тӑтӑшах йӗркелет. Кӑҫал тупӑшура 10 - 14 ҫулсенчи 70 яхӑн ҫамрӑк спортсмен вӑй виҫрӗ. Ачасем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен, Красноармейски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенчен килсе ҫитнӗ. Ӑмӑрту яланхи пекех ҫивӗч иртрӗ. Уйрӑмах кил хуҫисем - "Унга" спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакансе палӑрчӗҫ. Мала тухнисене Хисеп хучӗсем, медальсем тата асӑнмалӑх парнесем парса хавхалантарчӗҫ.

Надежда Аелксандрова, Иван Макеев