Хусанта хӑйнеевӗрлӗ ачасен ҫӗршывсем хушшинчи олимпиади иртнӗ

Унта пирӗн республика чысне 4 атлет хӳтӗленӗ. Ятарлӑ Олимпиада икӗ ҫул каялла Швецире иртмелле пулнӑ. Анчах та Скандинави ҫӗршывӗнче "Пӗрлӗхлӗ вӑйӑсем" ятпа йӗркелекен тупӑшусене йышӑнма килӗшмен. 

Ҫак яваплӑха хӑй ҫинче Раҫҫей илнӗ. Унтан шухӑшланине пурнӑҫа кӗртме пандеми чӑрмантарнӑ. Кӑҫал вара тинех пысӑк ӑмӑрту Тутарстан Республикин тӗп хулинче кӗрленӗ. Ӑс-тӑн тӗлӗшпе ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ҫамрӑксем 18 спорт тӗсӗпе вӑй виҫнӗ. Тупӑшӑва хамӑр ҫӗршыври 59 регионтан тата Беларуҫ республикинчен пин ҫурӑ ытла атлет хутшӑннӑ. Вӗсем харӑсах хӗллехи тата ҫуллахи спорт тӗсӗсенче ӑмӑртнӑ. 

Чӑваш Енри ачасем теннисла выляссинче ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Ку енӗпе 100 яхӑн ҫын тупӑшма кӑмӑл тунӑ. Вӗсем ушкӑнпа, уйрӑмшарӑн тата мӑшӑрлӑ ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗҫӗн тата аслӑ ҫултисем хушшинче палӑртнӑ. Пурте ҫитӗнӳ патне ӑнтӑлнӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Кунта ачасене тренерсемпе ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарнин тӳпи пысӑк. 

Пьедестал ҫине Злата Кирилловасӑр пуҫне Глеб Александровапа Анна Белова хӑпарнӑ. Вӗсем мӑшӑрлӑ вӑйӑра 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Финалта вара Чӑваш Ен ушкӑнӗ Пермь тата Новосибирск тӑрӑхӗсенчи командӑсене хыҫа хӑварнӑ. 

Ятарлӑ Олимпиада ӑс-тӑн тӗлӗшпе ыттисенчен уйрӑлса тӑракан спортсменсене тавракурӑма анлӑлатма пулӑшать. Унта спортри пултарулӑхне кӑтарнипе пӗрлех вӗсем пӗр-пӗринпе туслашма пултараҫҫӗ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров