Сарапакасси ял тӑрӑхӗн футбол лигине кашни эрнере ирттереҫҫӗ. Ӑмӑртусене ултӑ ялӑн ушкӑнӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче вырӑнти ачасемпе Лапсарпа Шупашкартан килнӗ спортсменсем те тупӑшрӗҫ. Парӑнас шухӑш никамӑн та ҫук, пурте ҫӗнтерес тӗллевлӗ. Чи пӗчӗккисем те мечӗк хӑвалама тухнӑ. Хӑшӗ-пӗри виҫҫӗре ҫеҫ-ха, ҫапах та пуринпе тан выляҫҫӗ. Каччӑсенчен хӗрсем те юлмаҫҫӗ. Вӗсене вара кӗрен ҫи-пуҫран тӳрех уйӑрса илетӗн.
Ачисене ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарса тӑчӗ. Килти ӗҫсене пӑрахсах килнӗ вӗсем. Плакатсем те хатӗрленӗ. Ачасемпе пӗрлех ашшӗ-амӑшне те футболла явӑҫтарнӑ хастар тренер. Геннадий Алексеев Ҫатракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чылай ҫул Шупашкарта пурӑннӑ. Пӗлтӗр вара ҫемйипе тӑван ялне куҫса килнӗ. Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пикеннӗ. Геннадий риэлтор пулса ӗҫлет. Спорт уншӑн - кулленхи пурнӑҫ йӗрки. "Динамо" футбол ушкӑнӗшӗн вылять. Унсӑр пуҫне триатлонпа кӑсӑкланать. Мӑшӑрӗпе Эльбрус тӑвӗ ҫине те хӑпарнӑ. Хӑйӗн тӗслӗхӗпе ҫитӗнекен ӑрӑва пур енчен те хастар пулма хавхалантарать.
Тренер сӑмахӗпе, ачасен шанӑҫне кӗме ҫӑмӑл пулман. Ҫапах та пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ. Ытларахӑшӗ занятисене сиктермесӗр ҫӳрет. Геннадий Алексеев вӗсемпе эрнере темиҫе хутччен тӗл пулать. Канмалли кунсенче вара Шоркка ялӗнче турнир иртет.
Кунта чи пахи - ял халӑхне спорта явӑҫтарни, ачасем вара телефонран хӑпаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе туслашаҫҫӗ. Тен, Геннадий Алексеевӑн тӗслӗхӗ ыттисене те хавхалантарӗ? Ырӑ ӗҫӗн ҫимӗҫӗ пулатех.
Вероника Павлова, Вадим Владимиров








