Уяв кунӗ ҫӗнӗ лапама баскетболла вылякансем йышӑннӑччӗ. Эрнере 4 хут тренировкӑна ҫӳреҫҫӗ вӗсем. Ку вырӑна спортсменсем тӳрех куҫ хывнӑ, ӑна туса ҫитерессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Кунта пӗтӗмпех хальхи технологисене тӗпе хурса тунӑ. Малтанхи асфальт вырӑнне резин сий сарнӑ. Ал-урана ыраттарасран, аманасран хӑрамалли ҫук. Площадка питӗрӗнсе тӑмӗ. Баскетбол вӑййине кӑмӑллакансем кӑна мар, мини-футболла вылякансем, спорт туризмӗпе кӑсӑкланакансем те кунта пушӑ вӑхӑта усӑллӑн ирттерме пултарӗҫ. Спорт площадкине халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. Пӗтӗмӗшле хакӗ - 3 миллион та 840 пин тенке яхӑн. Вӑл шутран 75 проценчӗ хула хыснинчен, 20-мӗшӗ - республика бюджетӗнчен, 5-шӗ - халӑхран.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров