Хӗрӳ тупӑшура тунӑ ҫӗнтерӳ

Ветерансен футбол ушкӑнӗсем Чӑваш Ен Кубокӗшӗн тупӑшрӗҫ. Тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн финалта Шупашкарти тата Патӑрьелӗнчи командӑсем вӑй виҫрӗҫ. Ӑмӑрту "Олимпийски" стадионта иртрӗ. 

2024 ҫулхи сезонта республикӑри футбол федерацийӗн тӗп парнишӗн 40 ҫултан аслӑрах арҫынсен 9 команди ӑмӑртнӑ. Шупашкарти "Волга" тупӑшӑва хутшӑнманнине кура, пӗлтӗр кӗмӗл призер пулнӑ тӗп хулари "Крылья" ушкӑнӑн ҫӗнтерес шанӑҫӗ ӳснӗ. Патӑрьелӗнчи "Темп" вара вӑтам шайра вылякан командӑсен йышӗнче. Пӗлтӗрхи сезонта вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти "Заряна" 1/8-мӗш финалта выляса янӑ. Ҫакӑ, ахӑртнех, ушкӑншӑн усӑллӑ пулнӑ. Хальхинче патӑрьелсем финала ҫитрӗҫ. Чӑваш Ен Кубокне ҫӗнсе илес кӑмӑл пысӑк пулнине пытармарӗҫ. Курма килнисем те вӗсене хавхалантарса тӑчӗҫ. 

23-мӗш минутра Шупашкарти "Крылья" командӑри Сергей Труков "Темп" хапхине тапса кӗртнӗ пӗрремӗш гол патӑрьелсемшӗн кӗтменлӗх пулмарӗ. Ирттерсе янӑ мечӗк район ушкӑнне ҫирӗпрех пулма ҫеҫ хистерӗ. 9 минутранах Патӑрьел ушкӑнӗн капитанӗ Андрей Моисеев шута танлаштарчӗ. Тата тепӗртакран пенальти тапса кӗртме май пулчӗ, чӑн та, вӑл голпа вӗҫленмерӗ. Ҫапах ӑнӑҫу ялти ветерансен майлӑ пулчӗ. Тӑхтав хыҫҫӑн "Темпри" Владимир Ишмуратов кӗтесрен панӑ мечӗке тӗл печӗ. 2:1 шут вӑйӑ вӗҫленичченех тытӑнса тӑчӗ. Тӗп парнене Патӑрьел тӑрӑхне илсе кайрӗҫ. 

 

Ирина Николаева, Вячеслав Ильин