Хӗрлӗчутайсем республикӑра иртекен Сывлӑх кунӗсене кашнинчех хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче вӑл полиатлон ӑмӑртӑвӗпе пӗр кунта пулчӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи тата Мари республикинчи спортсменсем вӑй виҫрӗҫ. Вӗсем пневматика винтовкинчен тӗл перессинче, чупассинче, гимнастикӑра тата ишес енӗпе тупӑшрӗҫ. Ку ӑмӑртӑва Чутайра ирттерни ӑнсӑртран мар.
Ҫак кун "Хастар" физкультурӑпа спорт комплексӗ уҫӑлнӑранпа 12 ҫул ҫитнине те паллӑ турӗҫ. Ку учреждени сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнӑ. Кунта тӑтӑшах ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Округра пурӑнакансем ҫӑмӑл атлетика, футбол, ишессине, фитнес суйласа илме пултараҫҫӗ. Секцисен шучӗ те нумайлансах пырать.
Полиатлон енӗпе тупӑшу чӑнах та хӗрӳ иртрӗ. Ҫивӗч кӗрешӳре тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртса пӗрремӗш вырӑна кил хуҫисем, ҫавӑн пекех Йӗпреҫ тата Шупашкар хулинчен килнӗ ҫамрӑк атлетсем тухрӗҫ. Чи пултаруллисене Кубоксемпе дипломсем тата асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ.
Надежда Александрова, Иван Макеев