Пӗтӗмлетӳсемпе тӗплӗнрех Правительство ҫуртӗнчи 2026-мӗш ҫулти пӗрремӗш канашлура спорт министрӗ Василий Петров паллаштарчӗ. Пурӗ ҫак кунсенче 115 каток ӗҫленӗ, йӗлтӗр сырса уҫӑ сывлӑшра вӑхӑт ирттерме кӑмӑллакансем валли 116 йӗр хывнӑ, халӑха 88 бассейнра тата 700 ытла спорт залӗнче хапӑл пулнӑ. Ҫемье старчӗсенчен пуҫласа ӑсталӑх урокӗсем, ГТО нормисене тултарасси таранах. Ӳркенменнисем валли вӑхӑта усӑллӑ ирттерме регионти ял-хулара тӗрлӗ май туса панӑ. Чӑваш Ен чысне ҫӗршыв, Тӗнче шайне ҫӗкленӗ ентешсем ҫитӗнекен ӑрупа тӗл пулса спортри ҫул-йӗрӗ, ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартнӑ, мастер-классем ирттернӗ. Республикӑра пурӑнакансем кану кунӗсенче чӑннипех те хастар пулнӑ. Спортри тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа 79 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тӗрлӗ объекта ҫитсе курнӑ кун халӑх кӑмӑл-туйӑмӗпе кӑсӑкланнӑ. Йӗлтӗрҫӗсем, сӑмахран, трасса пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ. Сӑмах май, ҫанталӑк улшӑннине кура ӑна йӗркене кӗртсех тӑнӑ. Кану кунӗсенче кунти йӗре регион ертӳҫи Олег Николаев та такӑрлатнине пӗлтӗмӗр.
Ҫавӑн пекех ҫӗршывӗпех пыракан спорт декади пынӑ хушӑра тӗрлӗ округра футбол, волейбол, ирӗклӗ майпа кӗрешессипе турнирсем иртнӗ.
Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче ӑсталӑхне туптакансем кӑрлачӑн малтанхи кунӗсенчех тренировасене пуҫӑннӑ. Республика шайӗнчи ӑмӑртусем те чылай спортсмена пӗрле пуҫтарнӑ. Биатлон, йӗлтӗрпе ӑмӑртасси, пулӑҫсен тупӑшӑвӗ, автомобилистсен, кинологсен ӑмӑртӑвӗ, хоккей турнирӗ... Пурӗ календарьпе килӗшӳллӗн 15 официаллӑ ӗҫ-пуҫ пулнӑ.
Алиса Александрова, Леонид Петров, Виктор Степанов