Хӑйсен тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантараҫҫӗ

Муркаш тӑрӑхӗнче тӗрлӗ ҫапӑҫу ветеранӗсемпе инваличӗсен республикӑри спорт фестивалӗ иртрӗ. Ӑна кӑҫалхипе 8-мӗш хут йӗркелерӗҫ. 

"Сывлӑх" спорт шкулӗн залне Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Муркаш тӑрӑхӗсенчен, Шупашкар хулинчен ветерансем пуҫтарӑнчӗҫ. Пурӗ Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ 50 салтакпа вӗсен ҫемйисем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисене Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулне ҫӳрекенсем юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.

Ҫар ӗҫӗн ветеранӗсем обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑнӑҫҫӗ. Хӑйсен ырӑ тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантараҫҫӗ, спортпа туслӑ, хӑюллӑ, ҫӗршыв патриочӗ пулма вӗрентеҫҫӗ.

Пухӑннисем пурнӑҫран уйрӑлнисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ. Уява уҫнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӑмӑрту пуҫланчӗ. Ветерансем дартс енӗпе тупӑшрӗҫ, шашкӑлла, нардӑлла вылярӗҫ. Ҫавӑн пекех автомат салатса пуҫтарассинче, пневматика винтовкинчен тӗл перессинче ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем тата асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ.

Диана Иванова, Иван Макеев