Хӑйсен ӑсталӑхне ҫирӗплетрӗҫ

Республикӑн регбол енӗпе пӗрлештернӗ ушкӑнӗ Раҫҫей Кубокӗн хуҫи пулчӗ. Ҫак сумлӑ парнене Тутарстанӑн тӗп хулинче выляттарчӗҫ. 

Регбол тупӑшӑвӗ Хусанти "Баскет холта" иртрӗ. Чӑваш Ен ушкӑнӗ унта "Путь регионов России" ӑмӑртура ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн команда ҫавӑн пекех Раҫҫей чемпионӗн ятне икӗ хут тивӗҫнине палӑртмалла. Тупӑшӑва унсӑр пуҫне Пермь тата Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи спортсменсем хутшӑнчӗҫ. 

Турнира "Медведи Прикамья" тата "Уфимовские Пантеры" командӑсем уҫрӗҫ. Ӑмӑрту пуҫламӑшӗнченех вӑл хӗрӳ иртесси паллӑ пулчӗ. Республикӑри регбол федерацийӗн президенчӗ Роман Алексеев ертсе пыракан спортсменсем пӗрремӗш вӑйӑра Пушкӑрт регболистчӗсене 22:7 шутпа парӑнтарчӗҫ. Иккӗмӗш тӗлпулура вара Пермь тӑрӑхӗн командипе тупӑшса 15:6 шутпа мала тухрӗҫ. 

Турнирӑн чи лайӑх вӑйӑҫи ята Пермьри Игорь Дадашев тивӗҫрӗ. Куракансен ятарлӑ парнине Ӗпхӳри Ильшам Бахтияров ҫӗнсе илчӗ. Чӑваш Ен спортсменне Артем Кириллова вара турнирӑн чи тӗл перекенӗ терӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, кӑҫал кӗркунне Чӑваш Енре регбол енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртмелле. 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин