Физкультура тата спорт министерствин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗҫ

Раҫҫейӗн Обществӑлла палатин кӑтартӑвӗ тӑрӑх, спорт объекчӗсемпе тивӗҫтерессипе Чӑваш Ен малти регионсенчен пӗри шутланать. Унпа пӗрлех республикӑра пурӑнакан кашни иккӗмӗш ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать. Ҫак тата спорт аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ытти ҫивӗч ыйтусене яваплӑ министерствӑн коллеги ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ. 

Сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслашма халӑха массӑллӑ спорт вӑййисем хавхалантарнине палӑртмалла. "Сывлӑхпа спорт декади", "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ", «Олимп кунӗ», «Нацисен кросӗ» тата ытти уявсем республикӑра пурӑнакансене ытларах та ытларах спортпа физкультурӑна хисеплеме хистеҫҫӗ. Шкулсемпе ытти вӗренӳ учрежденийӗсенче вара "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗпе пурнӑҫланакан ӗҫ-пуҫ аталанса пырать. Ачасен волейбол, баскетбол, футбол тата самбо енӗпе ӑсталӑхне туптама тивӗҫлӗ майсем пур. Ҫавна пулах тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенчи кӑтартусем ырӑ енне улшӑннӑ. Иртнӗ ҫул Чӑваш Енри 239 атлет ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командисен йышне кӗнӗ. Кун пек кӑтарту 10 ҫул пулман. Раҫҫей тата ҫӗршывсем шайӗнче иртнӗ тупӑшусенче пирӗн спортсменсем пурӗ 1200 медаль ҫӗнсе илнӗ. Анчах та ҫакӑ лӑпланса лармаллине пӗлтермест, терӗ докладӗнче ведомство ертӳҫи Василий Петров. 

Ларура физкультурӑпа спорт тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене палӑртрӗҫ. Вӗсене "Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ят тата Республика Пуҫлӑхӗн Хисеп хучӗсене, Тав ҫырӑвӗсене парса чысларӗҫ. Спорта аталантарассипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен муниципалитетсене те уйрӑм асӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче Патӑрьел, Вӑрнар тата Елчӗк тӑрӑхӗсем. Ку округсенче уйрӑмах хоккей, кире пуканӗ йӑтасси, йывӑр атлетика, кӗрешӳ спорт енӗсене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. 

Иртнӗ ҫулсенче Чӑваш Енре спорт инфраструктурине аталантарма сахал мар укҫа-тенкӗ явӑҫтарнӑ. Икӗ ҫулта кӑна 41 спорт объекчӗ хута янӗ е тӗпрен юсанӑ. "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ГТО нормисене пурнӑҫлама пулӑшакан 20 ятарлӑ лаптӑк уҫнӑ. Кӑҫал вара тӗп хулари Кӑнтӑр - Хӗвеланӑҫ районӗнче "Волга" стадион тата "Ҫӗнӗ хула" микрорайонӗнче тӑрӑ айӗнчи каток строительстви вӗҫленмелле. 

Ҫавӑн пекех республикӑра йӗлтӗр трасси тӑвас ыйту та вырӑнтан хускалнӑ. Шутланине пурнӑҫа кӗртме федераци хыснинчен 730 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсем кал-кал пырсан вӑл 2024-мӗш ҫулта хатӗр пулмалла.

Леонид Петров, Виктор Степанов