Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫулран-ҫул спортпа ҫывӑхланни палӑрать. 700 пин ытла ҫын сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пурӑнать. Ҫакӑ пирӗн регион Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланине тепӗр хут ҫирӗплетет. Республикӑн мӑнаҫланмалли сӑлтавӗ сахал мар. Пӗлтӗр кӑна ҫӗнетнӗ е ҫӗкленӗ объектсен шучӗ 18 пулнӑ. Чылайранпа кӗтнӗ Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ те тинех алӑкне уҫнӑ. Пӗтӗм Тӗнчери 2-мӗш наци кӗрешӳ вӑййисене йышӑннӑ Олимп резервӗн 3-мӗш шкулӗ те палӑрмалла улшӑннӑ. Республикӑра тӑрӑллӑ пӗрремӗш футбол манежӗ хута кайнӑ.
ГТО нормисене тултармалли 5 лапам йӗркеленӗ. "Белые камни" физкультурӑпа сиплев центрӗнче спорт залӗ уҫӑлнӑ. Паян Чӑваш Ен региона спорт объекчӗсемпе тивӗҫтерессипе Атӑл тӑрӑхӗнче пӗрремӗш вырӑнта. Республикӑра "Плавание для всех", "Шахматы в школу", "Футбол в школе", "Самбо в школу" проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Кӑтартӑвӗсем аван. "Единая Россия" парти проекчӗпе килӗшӳллӗн 2026-мӗш ҫулта шкулсене биатлонпа, ҫӑмӑл атлетикӑпа, йӗлтӗрпе чупассипе ҫыхӑннӑ проектсем ҫитмелле.
Ял ачисемшӗн те спортпа туслӑ пулма нимӗнле чӑрмав та ан тухтӑр тесе шкул автобусӗсен графикне улӑштарма йышӑннӑ. Малашне транспорт урок вӗҫленессе кӑна мар, спортсменсем тренировкӑсенчен пушанасса та кӗтӗ. Хастар ҫамрӑксене ҫӗршыв тата тӗнче аренисене кӑларас тӗллевпе те майсем тӑваҫҫӗ. Регион Правительстви хавхалантарни ҫӗнӗ хӑват хушать. Спор тытӑмне пӗлтӗр бюджетран 3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Енри 400-е яхӑн спортсмен 34 спорт тӗсӗпе наци пӗрлештернӗ ушкӑнӗсене кӗнӗ. Ку вӑл тӗлӗнмелле кӑтарту. Ҫӗнсе илнӗ 2 пин те 338 медальтен ҫурри малти вырӑнсемшӗн.
Халиччен тунӑ ӳсӗмсем малалла аталанма хистеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика манежӗ тума пуҫламалла, Шӑнкӑртамра чылай кӗтнӗ физкультура комплексне хута ямалла. Республика Правительствин спорт тытӑмӗнчи 2030-мӗш ҫулчченхи тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн 144 проекта ӗҫе кӗртмелле. Вӑл шутра Шыв спорт тӗсӗсен центрӗ, тӗрлӗ кӗрешӳ тата вӑйӑллӑ спорт тӗсӗсен керменӗ тӑвасси. Пулас объектсен проекчӗсене тренировка ирттермелли лапамсем пек кӑна мар, форумсем, куравсем йӗркелемели вырӑнсем пек те хатӗрлеҫҫӗ. Тепӗр шухӑш - культура ҫурчӗсемпе библиотекӑсенче те спорт кӗтесӗсем йӗркелесси.
Алиса Александрова, Леонид Петров, Денис Афанасьев








