Етӗрнери вӗренекенсем Шупашкарти баскетбол ушкӑнӗпе вылярӗҫ

"Шупашкар хурчкисем" баскетбол ушкӑнӗ час-часах шкул ачисемпе ӑсталӑх сехечӗсем ирттерет. Ҫак кунсенче спортсменсем Етӗрнери "Присурье" физкультурӑпа спорт комплексӗнче ҫамрӑксемпе тӗл пулчӗҫ.

"Шупашкар хурчкисем" залра хӑйсене килти пекех туйрӗҫ. Вӗсем мечӗкпе ҫӑмӑллӑн хускалнине, ҫӳллӗ сикнине ачасем куҫ илмесӗр пӑхрӗҫ. Баскетболла выляма кӑмӑллакансем кунта Етӗрнери 3 шкултан пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем профессионал спортсменсемпе тӗл пулнишӗн, вӗсенчен вӗренме май килнишӗн питӗ хӗпӗртенӗ. Хӑнасем мечӗке тӗрӗс пеме, ҫавӑн пекех ӑсталӑхӑн ытти вӑрттӑнлӑхне кӑтартрӗҫ. Ачасем аслисене тимлӗ итлерӗҫ, мӗн кӑтартнине тӗрӗс тума тӑрӑшрӗҫ. Унтан Раҫҫей чемпионачӗн кӗмӗл призерӗсемпе юлташла матч иртрӗ, вӑл, паллах, туслӑх ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ. 

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров