Етӗрнере ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсен республикӑри турнирӗ иртрӗ

Етӗрне районӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерне, Чӑваш Ен чемпионне, СССР спорт мастерне Валерий Кочкова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Тупӑшура республикӑри 150 ҫамрӑк атлет вӑй виҫрӗ.

Ку ӑмӑрту 9-мӗш ҫул республикӑри чи пултаруллӑ спортсменсене пуҫтарать. Валерий Кочков тренерсемпе ҫамрӑксемшӗн паян та тӗслӗх вырӑнӗнче. Вӑл Етӗрне районӗнчи Ишеккасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти ача-пӑча спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, республика чемпионӗ ята тивӗҫнӗ. Диплом алла илсен кӗрешӳ енӗпе тренерта ӗҫлеме пуҫланӑ. Валерий Кочков чылай ҫамрӑка спортпа туслаштарнӑ, ҫунат сарма пулӑшнӑ. Ӑмӑрту тивӗҫлӗ шайра иртнине ҫирӗплетрӗҫ пуҫтарӑннисем. Ҫӗнтерӳҫӗсене 9 виҫе ушкӑнӗнче палӑртрӗҫ. Вӗсене медальсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ. 

 

Елена Дмитриева, Иван Макеев