Етӗрнере ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне тӗпрен юсаҫҫӗ

"Тӗрлӗ спорт тӗсӗпе туслӑ ачасене вӑхӑтра хавхалантармалла, аталанма мӗн-пур ҫула уҫса памалла", - теҫҫӗ етӗрнесем.

Мал ӗмӗтлӗ спортсменсем ку тӑрӑхра чӑннипех те нумай пулнӑран кунта чылай хушӑ пушӑ ларнӑ спорт шкулне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тенӗ.

Строительство ӗҫӗсем еплерех пынипе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ кӑсӑкланчӗ.

 Алиса Александрова, Михаил Солин