Ентешсен ятне ӗмӗрлӗхех упраса хӑварас тӗллевпе

Патӑрьел тӑрӑхӗнче Кивӗ Ахпӳртре пурӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа часовня тунӑ. Ҫавӑн пекех ялта йӑлана кӗнӗ футбол турнирӗ иртрӗ. 

Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 200 ытла ҫын тухса кайнӑ. Вӗсенчен 103-шӗ тӑван тӑрӑха таврӑнайман. Ентешсен ятне ӗмӗрлӗхех упраса хӑварас тӗллевпе ял халӑхӗ тӑрӑшнипе асӑну комплексӗнче Архангел Михаил ячӗпе часовня хута янӑ. Мемориал хӑмисем ҫине вӑрҫӑра пуҫ хунисен ячӗсене ҫырнӑ. 

Ҫавӑн пекех кивӗахпӳртсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал 10-мӗш хут футбол турнирӗ йӗркелерӗҫ. Ӑмӑртӑва та Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалларӗҫ. Турнира 6 команда хутшӑнчӗ. 

Пӗлтӗрхи турнирта Патӑрьел команди чи вӑйли пулнӑ. Вӗсем ку спорт тӗсне ытти ӑмӑртусене те хастар хутшӑнса аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ. 

Финалти хӗрӳ тупӑшура Кивӗ Ахпӳрт ушкӑнӗ Комсомольски тӑрӑхӗнчи тимӗрчкассисене 2:0 шутпа парӑнтарса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Патӑрьел команди вара кӑҫал виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин