Ентешӗн ырӑ ятне 20 ҫул ӑмӑрту йӗркелесе асра тытаҫҫӗ

2002-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енре Раҫҫей нефть тата газ промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ Анатолий Слукин ячӗпе ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе турнир ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхипе 20-мӗш хут пулнӑ ӑмӑртӑва та спортсменсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. 

Анатолий Иванович пурӑннӑ хушӑра Трак тӑрӑхӗн малашлӑхне пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӗренӳ ӗҫӗ, культура, спорт аталанӑвӗшӗн ҫине тӑрса ӗҫленӗ. Красноармейскисем ӑна районта тата республикӑра ирӗклӗ майпа кӗрешессине мала хурса ҫул уҫса пынӑшӑн уйрӑммӑн тав тӑваҫҫӗ. 2002-мӗш ҫулта турнира Красноармейски тата кӳршӗри Вӑрнар районӗнчи 63 кӗрешӳҫӗ хутшӑннӑ пулсан, ҫулран-ҫул ӑмӑрту аталансах пынӑ. Тупӑшу кавирӗ ҫине республикӑри спортсменсем кӑна мар, ытти регионти яш-кӗрӗм те вӑй виҫме тухнӑ. Ӑсталӑхӗпе ҫивӗчлӗхне кӑтартса ҫӗнтерӳҫӗ пулас тӗллевпе Тутар, Морда, Мари, Удмурт, Чулхула кӗрешӳҫисем Чӑваш Ене ҫулсеренех килнӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртура та урӑх тӑрӑхри хӑнасем пулчӗҫ. 

Алиса Александрова, Иван Макеев