"Сывлӑх" спорт шкулӗн тӗпелӗнче Платон Давыдов мухтавлӑ ентешӗмӗр ҫинчен ӳкернӗ фильм пырать. Унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ - хӑй ертсе пынӑ "Ударник" хуҫалӑха, унта кӗрекен 13 ялӑн пурнӑҫ шайне ҫӗршыв пӗлмелӗх ҫӗклеме ӑс-тӑнпа вӑй-хал ҫитернӗрен - пуриншӗн те вӗрентӳллӗ тӗслӗх. Ӑна таврари халӑх хресчен пурнӑҫне ҫӑмӑллатнишӗн те, пӗтӗмӗшле культурӑна ӳстерме майсем туса панишӗн та тав тӑвать.
Кӑҫал Платон Давыдов ячӗллӗ волейбол турнирӗ 13-мӗш хут иртрӗ. Регионсем хушшинчи тупӑшу пулса тӑнӑ ӑмӑртӑва хальхинче 12 команда килсе ҫитнӗ: Хусан, Йошкар-Ола, Чулхула, Самар тата Киров облаҫӗн спортсменӗсемпе пӗрле, паллах, Чӑваш Ен волейболисчӗсем те. Платон Павловичӑн ывӑлӗ Александр Давыдов турнира уҫма килнӗ ҫамрӑк ташӑҫсене спорт кутамкки, волейболистсен командисене округ ячӗпе тӗрлӗ парне пачӗ. Сӑмах май, ӑна Чӑваш Енри Волейбол федерацийӗн президенчӗ Юрий Кислов хӑйӗн вырӑнне шанса пачӗ.
Турнира хутшӑнакансем яланхиллех виҫӗ залра пӗр харӑс вылярӗҫ: "Сывлӑх" спорт шкулӗнче тата Муркашпа Орининри пӗлӳ ҫурчӗсенче. Тупӑшу иртен пуҫласа каҫченех хӗрӳ пычӗ: командӑсем пӗри тепринчен вӑйлӑ. Пурте ҫӗнтересшӗн, анчах ӑмӑртура чи вӑйлисем мала тухаҫҫӗ. Тӑван ҫӗр чӑнахах та пулӑшать пулас: пӗрремӗш вырӑна Шупашкарти "Лава", иккӗмӗшне Муркашри "МетПласт" ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. 3-мӗш вырӑнта - Чулхуларан килнӗ "Главспорт".
Волейбол турнирӗ пурне те хавхалануллӑ кӑмӑл парнелерӗ.
Марина Карягина, Вячеслав Ильин.








