Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пухӑннисем малтанах Сергей Михайлов ячӗпе уҫнӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Сергей Николаевич 1980-мӗш ҫулта Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Шкул вӑхӑтӗнчех спортпа туслӑ пулнӑ. Ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе пӗрре мар район, республика тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусен чемпионӗ пулнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн пурнӑҫне ҫар профессийӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Сергей Михайлов подполковник мотострелоксен батальонӗн командирӗ пулнӑ. Шел пулин те, ятарлӑ ҫар операцийӗнче 2022-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнче Луганск Халӑх Республикине тӑшманран хӳтӗлесе пуҫ хунӑ. Кӗлӗмкасси ывӑлне "Паттӑрлӑхшӑн" тата Луганск Республикин "Службӑри хӑюлӑхшӑн" орденсемпе наградӑланӑ. Унӑн вилӗмсӗр ятне асӑнса тӑван шкулта герой парттине, хисеп хӑмине уҫнӑ, фото курав йӗркеленӗ.
Кӑҫалхи ӑмӑртура республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ 130 кӗрешӳҫӗ 20 виҫе категорийӗнче вӑй виҫрӗҫ. Мала тухнисене дипломсем, медальсем тата парнесем парса хавхалантарчӗҫ.
Оксана Верликова, Анатолий Абрамов, Зоя Яковлева








