Элӗкре бокс шкулӗн тата ӑна пуҫараканӗн ҫавра ҫулӗсене ӑмӑрту йӗркелесе уявларӗҫ

Бокс енӗпе СССР спорт мастерӗ Владимир Гордеев 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Ҫакна тӗпе хурса Элӗкри "Хӗлхем" спорт керменӗнче турнир иртрӗ. 

Владимир Алексеевич бокспа 70-мӗш ҫулсенче - Ленинграда вӗренме кайсан кӑсӑкланма тытӑннӑ. Унта вӑл "Локомотив" спорт клубӗ ҫумӗнчи секцие ҫырӑннӑ. Каярах вара пултаруллӑ каччӑ тренерсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Спорт ҫулне ахальтен мар суйласа илнӗ вӑл. Ӑна Валериан Соколов тата Валерий Львов паллӑ боксерсен ырӑ тӗслӗхӗсем хавхалантарнӑ. Ял каччин ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ - хӑй те ятлӑ-сумлӑ спортсмен пулса тӑнӑ. Боксер пысӑк хуларах юлма пултарнӑ. Ҫапах та тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑхрах пулнӑран, ҫуралнӑ вырӑна таврӑннӑ. Малтанласа Мӑн Вылӑри шкулта физкультура учителӗнче тӑрӑшнӑ, бокс секцине ертсе пынӑ. Каярах вара Элӗк салине ӗҫлеме куҫнӑ. Вӑл пуҫарнипех 45 ҫул каялла бокс шкулӗн алӑкӗ уҫӑлнӑ.

Владимир Гордеевӑн вӗренекенӗсем пӗрре мар республика тата ҫӗршыв чемпионӗсен ятне тивӗҫнӗ. Ҫавӑнпа та паллӑ тренера саламлама хӑнасем республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килсе ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче паллӑ спортсменсем, ветерансем, вӗренекенӗсем пулчӗҫ. 

Ҫавра ҫула халалланӑ турнир хӗрӳ иртрӗ. Унта 40 яхӑн спортсмен хутшӑнчӗ. Элӗк тӑрӑхӗнчи боксерсемпе пӗрлех ринга Ҫӗрпӳ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Козьмодемьянск хулисенчен тата Вӑрмартан килнӗ ҫамрӑксем тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсем тата парнесем парса чысларӗҫ. 

Леонид Петров, Вадим Владимиров