Элӗк тӑрӑхӗнче аслӑ ӑрурисен спартакиади иртрӗ

Арҫынсемпе хӗрарӑмсем дартс енӗпе, ишессинче, эстафетӑра хӑйсен вӑйне тӗрӗслерӗҫ. 

Чулкаҫ Юнтапари Пётр Григорьев дартс вӑййипе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Килте Галина мӑшӑрӗпе тӑтӑшах ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫак спортпа кӑсӑкланасси парнерен пуҫланнӑ иккен. Дарст вӑййин кӑсӑклӑхӗ чылай. Ӑна лоторейпа та танлаштараҫҫӗ. Тепӗр тесен, аслӑ ӑрурисем кунта ҫӗнтерӳшӗн килмен. Пӗр пӗринпе курнӑҫни мӗне тӑрать! Спартакиадӑна пурӗ 70 ытла ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах винтовкӑран тӗл перессинче тупӑшрӗҫ. 

Ӑмӑртӑва Элӗк тӑрӑхӗнчи пур территори уйрӑмӗ те хастар хутшӑнчӗ. Спортсменсене хавхалантаракансем - кӗмӗл волонтерсем. Вӗсем тӑрӑшнипе пӗлтӗр ҫуллахи спартакиада йӗркеленӗ, хӗллехине те ирттерме сӗннӗ. Ҫак ӗҫӗн усси куҫкӗрет. 

Спартакиада "Хӗлхем" спорт комплексӗнче иртрӗ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, ахаль чухне те кунта халӑх йышлӑ. Аслӑ ӑрурисем эрнере икӗ хут бассейна тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Пурӗ Элӗк тӑрӑхӗнче 5 ытла пин пенсионер. Вӗсене обществӑлла ӗҫе хутшӑнтарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Спартакиада ирттерессине вара йӑлана кӗртесшӗн. Сӑмах май, ку хутӗнче чи хастаррисем элӗксем пулчӗҫ. Ехремкассипе Тавӑт ял тӑрӑхӗсем те малтисен йышӗнче. Пурне те медальсемпе тата Хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. 

Вероника Павлова, Димитрий Макаров