Кунтан вӗренсе тухнӑ Николай Баринов 2003-мӗш ҫулта шкула 110 ҫулхи юбилейӗпе кӗрешӳ кавирӗ парнеленӗ. Унтанпа кушкӑсем ҫак спорт енӗпе аталанаҫҫӗ те.
Кӗрешӳ ял ҫыннисене пӗрлештерет. Глеб Самарин Шупашкарта Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренет. Ҫуллахи каникулсене Кушкӑ ялӗнче асламӑшӗпе аслашшӗ патӗнче ирттерет. Ҫавӑнпа та ку тупӑшура вӑл Елчӗк тӑрӑхӗн чысне те хӳтӗлерӗ. Хӑйӗн виҫе категорийӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Ентешӗн тӗслӗхӗ шкулти ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине ҫӳрекенсене те хавхалантарчӗ. Станислав Шавкин тренерӑн вӗренекенӗсем пӗрремӗш вырӑна тухаймарӗҫ пулин те, Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Етӗрне тата Елчӗк тӑрӑхӗсенчи, Канашпа Шупашкар хулисенчи тантӑшӗсемпе тупӑшса 5 бронза медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫак йышра Кушкӑ шкулӗнчи 8-мӗш класра вӗренекен Даниэль Тимофеев та пулчӗ.
Спортсменсене хавхалантарма ял ҫыннисем яланах йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. 92 ҫулти Антонина Матвеевна Мартынова кавир ҫинчи кӗрешӗве тимлӗн сӑнаса ларать. Хальччен вӑл пӗр турнира та сиктермен.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем спортсменсене кӑна мар, Антонина Мартыновӑна та чысларӗҫ. Спорта тата яла парӑннӑшӑн ӑна ятарлӑ преми пачӗҫ.
Надежда Александрова, Вячеслав Ильин