Хӑнасен йышӗнче Раҫҫей Президенчӗн Атӑл федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Александр Тихонов та пулчӗ.
Чылай ятлӑ-сумлӑ ҫынна ҫуратса ӳстернӗ Лаш Таяпа ялӗ ҫулран-ҫул илемленсе, тӗрлӗрен патриотла ӗҫ-пуҫпа пуянланса пырать. Ҫакна хоккей турнирне пуҫтарӑннӑ хӑнасем те ҫирӗплетрӗҫ. Малтанах вӗсем ялти Турӑ амӑшӗ ҫуралнине халалласа лартна хӑтлӑ чиркӳре пулчӗҫ. Ҫурта лартса тухнӑ хыҫҫӑн ял-йыш хӑнасене спорт уявӗнче хапӑл турӗ. Шартлама сивӗре ӑшӑнмашкӑн юрра-ташша чӗнчӗ.
Хоккейла вылякансем те тӗрлӗ тӑрӑхран пухӑннӑ. Пурӗ 6 команда: лаштаяпасемпе елчӗксен, Патшалах Канашӗпе "Тус" пӗрлешӳ ушкӑнӗсем, ҫавӑн пекех Шупашкарти Динамо" тата Тутарстанри Пӑва районӗнчен ҫитнӗ "Арктика" хоккей дружинисем пулчӗҫ.
Ушкӑнсене Раҫҫей Президенчӗн Атӑл тӑрӑхӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Александр Тихонов, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов тата ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ.
Юрий Попов ячӗпе унӑн тӑван ялӗнче иртекен турнир Чӑваш Енри муниципалитетсем туслӑхпа килӗшӳре пурӑннине кӑтартать. Ӑмӑртӑва ытти регионсем хутшӑнни вара уйрӑмах паха.
Лаштаяпасем те яланах чемпионсен йышӗнче пулнӑ. Ялти спортсменсем мӗн ӗлӗкрен малтан районта, унтан республика шайӗнче палӑрса тӑнӑ. Темиҫе хут та ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Ялти ҫӗнӗ те хӑтлӑ хоккей коробкин усси куҫкӗретех. Пултаруллӑ ҫамрӑксем кунта тӑтӑшах вӑй виҫеҫҫӗ. Ҫак турнирта та Лаш Таяпа ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тухайрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем вара елчӗксем пулчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта - Шупашкарти "Динамо".
Турнир ҫӗнтерӳҫисемпе призерсене медальсемпе тата укҫан хавхалантарчӗҫ. Чи ҫамрӑк хоккеист вара - Юрий Попов депутатӑн мӑнукӗ Юрий Попов кӗҫӗнни ятарлӑ парнене тивӗҫрӗ.
Алексей Енейкин, Андрей Воронин