Чӑваш Ен, Мускав тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен килсе ҫитнӗ ҫамрӑксем пысӑк ӑмӑрту умӗн Лащ Таяпари чиркӳре пулса священникрен пил илчӗҫ. Тупӑшу вара республикӑн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Захаров ячӗпе хисепленекен залра иртрӗ. Кӗрешӳ умӗн ачасене сумлӑ спортсменсемпе депутатсем ӑнӑҫу сунчӗҫ. Вӑл йышра ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей спорт мастерӗ Юрий Попов та пулчӗ. Ҫавӑн пекех ирӗклӗ майпа кӗрешекен хӗрсен Раҫҫейри пӗрлештернӗ ушкӑнӗн тренерӗ Вячеслав Трофимов ҫамрӑк атлетсемпе ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ, вӗсене тӗрлӗ хӑнӑхтару вӗрентрӗ. Ачасем мала тухассишӗн 7 виҫе категорийӗнче кӗрешрӗҫ. Финалти тӗп тытӑҫусем умӗн вара хӑйне евӗр шоу иртрӗ. Хире-хирӗҫ тӑнӑ ачасем пӗр-пӗрин ҫине куҫ пӑвасла пӑхса чун хавалӗн ҫирӗплӗхне кӑтартрӗҫ. Ҫапла майпа кӗрешӳре те 7 ҫӗнтерӳҫӗрен 6-шӗ Чӑваш Ен ҫамрӑкӗ пулчӗ. Паттӑрсене ятарласа хатӗрленӗ медальсемпе тата кубоксемпе чысларӗҫ.
Алексей Енейкин