Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара шкул ачисене пӗрлештерекен кӗрхи кросс иртрӗ

Ӑна ҫулсерен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ пулнӑ Петр Самсонов ячӗпе йӗркелеҫҫӗ.

Петр Самсонов лаштаяпасемшӗн яланах ҫутӑ сӑнар пулӗ. Ачаран ялти йывӑр ӗҫпе туптанса ӳснӗскер спортра та малтисен ретӗнче пулнӑ. Ҫитӗнсе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван шкулне таврӑнса ҫӗршер ачана ҫӑмӑл атлетикӑна явӑҫтарнӑ. Нумайӑшне пысӑк спортра ҫитӗнӳсем тума пулӑшнӑ.

Хоккейла выляса лаштаяпасем Елчӗк районӗнче кӑна мар, республика шайӗнче те ҫӗнтерӳҫӗсем пулнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех сумлӑ тренер чупассипе тата хӑвӑрт утассипе чӑн-чӑн чемпионсем хатӗрлеме пултарнӑ. 2000-мӗш ҫулта унӑн вӗренекенӗ Владимир Андреев Австралири Сидней хулинче иртнӗ Олимпиадӑра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 

12-мӗш хут иртекен турнир Лаш Таяпа ҫӗрӗ ҫинче 4 районти шкул ачисене пӗрлештерчӗ. Мала тухассишӗн елчӗксемпе пӗрле Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски ҫамрӑкӗсем чупрӗҫ.

Алексей Енейкин, Александр Воронин