Ӗҫре те, спортра та маттур пулмалла теҫҫӗ

Радиопа телевидени сигналне саракан республикӑри центр хӑйӗн ҫавра ҫулӗнче пӗрремӗш хут "Туслӑх кубокӗ" спартакиада йӗркелерӗ. Аграри университечӗн лапамӗнче тӗрлӗ регионти ҫыхӑну тытӑмӗнче ӗҫлекенсем пуҫтарӑнчӗҫ. 

Хаваслӑ туйӑмпа тата ҫӗнтерес кӑмӑлпа. Ӑмӑрту Раҫҫейри телевиденипе радиовещани сечӗн виҫӗ регионти спортпа туслӑ ушкӑнӗсене пӗрлештерчӗ. Пурте вӗсем тупӑшӑва тӗплӗн хатӗрленни, уява тулли кӑмӑлпа ҫитни палӑрчӗ. 

Чӑваш Ен тата Марий Эл связисчӗсем нумай ҫул тачӑ ҫыхӑнса, пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Кунта ҫакнашкал спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелени те пысӑк витӗм кӳрет. Ҫапла икӗ республикӑри ӗҫтешсем тӑтӑшах волейбол тата хоккей тупӑшӑвӗсенче тӗл пулаҫҫӗ. Кӑҫал вара РТРС 25 ҫул тултарнине халалласа пысӑк ӑмӑрту йӗркелес тенӗ. Мордва Республикин ушкӑнӗ те вӑйне тӗрӗслеме хаваспах килӗшнӗ. Ӗҫре те, спортра та маттур пулмалла, теҫҫӗ спартикадӑна хутшӑнакансем. 

Тупӑшу пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мордва республикин команди мала тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑнта чӑвашсем, виҫҫӗмӗшсем - марисем. Ушкӑнсене медальсемпе тата кубоксемпе чысларӗҫ. Йӗркелӳҫӗсен сӑмахӗпе, ҫакӑн пек тӗл пулусенче пӗр-пӗринпе курса калаҫни питӗ паха. Унсӑр пуҫне спорт сывлӑха ҫирӗплетет, ӗҫре пысӑк ҫитӗнусем тума пулӑшать. 

Елена Дмитриева, Александра Борисова, Денис Афанасьев