Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр! 

Спорт министерствинче тата "Советская Чувашия" хаҫатра тӑрӑшакансем ГТО нормисене пурнӑҫларӗҫ. Чӑтӑмлӑхпа вӑя вӗсем тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслерӗҫ. 

Чиновниксемпе журналистсем турник ҫинче туртӑнчӗҫ, тӑршшӗне сикрӗҫ, кире пуканӗ йӑтса ӑмӑртрӗҫ. Николай Печков 55-ре. Спортпа туслӑ ҫын хӑйне лайӑх туять, ӗҫре ҫитӗнӳсем тӑвать. ГТО нормисене пурнӑҫламаллине пӗлсен хаваспах ӗҫ-пуҫа хутшӑнма килӗшнӗ. "Советская Чувашия" хаҫат журналисчӗсене Николай Архипов пӗр ушкӑна пухнӑ. Вӑл республикӑри спортпа физкультура пурнӑҫне ҫутатакан корреспондент. Пурте пӗрле тренировкӑна ҫӳрени пирки каларӗ Николай. Ҫавӑнпа пулӗ ҫамрӑксем ГТО нормисене ҫӑмӑллӑн пурнӑҫларӗҫ. 

Алёна Артёмкина, Виктор Степанов