Ҫулталӑк вӗҫлениччен Чӑваш Ен тепӗр спорт керменӗпе пуянланӗ

"Ҫӗнӗ хулара" хӑпартакан тӑрӑ айӗнчи катока строительсем раштав уйӑхӗнче туса пӗтерме шантараҫҫӗ. Ку вӑл "Демографи" наци проекчӗн "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" программипе хут яракан 34-мӗш объект пулать. 

Ҫӗнӗ спорт керменӗ хута кайнине ҫитӗнӳсем патне ҫул уҫмалли пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хаклаҫҫӗ. Тӑрӑ айӗнчи каток хӗллехи спорт енӗсемпе кӑсӑкланакансемшӗн кӑна мар, пуриншӗн те усӑллӑ пулӗ. Кунта ачасенчен пуҫласа аслӑ ҫултисем таранах ҫӳреме пултарӗҫ. Микрорайонта 16 пин ҫын пурӑнать, вӑл шутра 6 пин ача. Каток ҫинче хоккейла вылякансем, конькипе илемлӗ ярӑнакансем ӑсталӑхне туптама пултарӗҫ. Кунтах шорт-трека аталантарма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ майсене уйрӑмах ҫывӑхри 65-мӗш шкулта вӗренекенсем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Малашне физкультура урокӗсем ҫакӑнта иртӗҫ. Сусӑрсем валли те тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ. Вӗсем кунта чӑрмавсӑрах куҫа ҫӳреме пултараҫҫӗ. 

Икӗ хутлӑ каток пӗтӗмпе 3 пин ҫурӑ тӑваткал метр йышӑнать. Пӑр лаптӑкӗпе пӗрлех кунта фигуристсем валли хореографи залӗ уҫӑлӗ. Ҫавӑн пекех медицина кабинечӗ, хывӑнса тӑхӑнмалли, ҫӑвӑнмалли пӳлӗмсем тата коньки тара памалли кӗтес пӑхса хунӑ. Куракансем валли вара 250 вырӑнлӑх трибунӑсем вырнаҫтарӗҫ. Ку кермен спортсменсене хатӗрлессинче кӑна мар, ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарассинче те пӗлтерӗшлӗ. 

Чӑваш Енре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушӑвне пурнӑҫлассипе тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗршывра 2030-мӗш ҫулччен халӑхӑн 70 процентне физкультурӑпа спорта явӑҫтармалла. Ҫавна май республикӑра юлашки вӑхӑтра федераци проекчӗпе тӗрлӗ калӑпӑшлӑ 33 спорт объекчӗ хута янӑ. Вӑл шутра уҫӑ пӗлӗт айӗнчи 4 комплекс, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Патӑрьелте шкулсем ҫумӗнче стадионсем, ГТО нормисене пурнӑҫлама май паракан 23 лаптӑк. Ҫавӑн пекех Ишлей салинче "Унга" физкультурӑпа спорт комплексӗ, Элӗкре - 25 метрлӑ бассейн, тӗп хулара вара Хоккей вӑййин регионти центрӗ ӗҫлесе кайрӗ. Вӑл спорт уявӗсемпе ӑмӑртусем йӗркелемелли меллӗ лаптӑк пулса тӑчӗ. Кунта тӑтӑшах тренировкӑсемпе пӗрлех мастер-классем иртеҫҫӗ, хоккеистсемпе фигуристсем тупӑшусене хатӑрленеҫҫӗ. Ку центр ҫавӑн пекех конькипе ярӑнма кӑмӑллакансен юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри. 

Леонид Петров, Димитрий Макаров