Ҫулталӑк та икӗ уйӑхра 10 пин ҫухрӑм чупнӑ

Сӑмах Элӗк районӗнчи Максим Егоров пирки. Вӑл Питӗр хулинчен Владивостока ҫитнӗ. Хӑйӗн ҫитӗнӗвӗ пирки каччӑ Наци библиотекинче иртнӗ тӗл пулура каласа кӑтартрӗ

Хӑйӗнпе пӗрле спортсмен 6 кило таякан кутамкка кӑна илнӗ. Унта - шыв, улӑштарса тӑхӑнмалли тум-тирпе кроссовки тата ҫӑвӑнмалли хатӗрсем. Спортсмен кану ҫурчӗсенче ҫӗр каҫнӑ, кафесенче апатланнӑ. Хӑш-пӗр хулара ӑна пӗр шухӑшлӑ ҫынсем кӗтсе илнӗ. Куллен спортсмен 55 ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Паллах, ҫул ҫӳревре темӗн те пулнӑ. Пӗрре мар ҫапкаланчӑк йытӑсем тапӑннӑ. Пандеми те хӑйӗн витӗмне кӳнӗ. Чылай кафепе кану ҫурчӗн, лавккасен ӗҫне вӑхӑтлӑха чарнӑ. Ҫавӑнпа та спортсменӑн палӑртнӑ маршрута улшӑнусем кӗртме тивнӗ. Халӗ Максим ҫитес канмалли кунра 24 сехете яхӑн пыракан ӑмӑртӑва хатӗрленет. 

 

Елена Дмитриева, Николай Семенов