Ҫулталӑк сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалланӑ ӗҫ-пуҫран пуҫланчӗ

Тӑвайри "Аль" физкультурӑпа спорт комплексӗнче республика шайӗнчи волейбол турнирӗ иртрӗ. Арҫынсен ушкӑнӗсем Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Юрий Зоринӑн парнисемшӗн тупӑшрӗҫ. 

Кӑҫалхипе 24-мӗш хут спортсменсене пӗрле пуҫтаракан ӑмӑрту пӗрремӗш хут Тӑвай тӑрӑхӗнче иртрӗ. Халиччен яланах Куславккара пулнӑ вӑл.

Тӑвайсемшӗн ҫулталӑкӑн пӗрремӗш уйӑхне, хӗллехи кану кунӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалланӑ тӗрлӗ ӗҫ-пуҫран пуҫласси йӑлара. Кӑҫал та ку тӑрӑхра пурӑнакансем йӗркене пӑсас темен. Уявсене кура мар кам йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ, кам хоккей вылямалли уйри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. 

Раштав уявне халалланӑ турнира пурӗ 9 ушкӑн хутшӑнчӗ. "Шимкусы" команда, сӑмахран, тӑван тӑрӑхӗн чысне ҫӳллӗ шайра тытас тесе хӗрӳ тупӑшрӗ. Турикас Тушкилти пӗр уяв та волейболсӑр иртмест. Акатуй-и, Ҫӗнӗ Ҫул-и - яланах спорт вӑййипе.

Хальхинче вара ытларах Шупашкартан килнӗ хӑнасене ӑнчӗ. Пуринчен те ӑста выляса 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑна хӑйсем хушшинче Аграри университечӗн командисем пайларӗҫ. Бронза медале "Спартак-Икково" ушкӑн ҫӗнсе илчӗ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх тапӑнса вылякана, хӳтӗлекене палӑртрӗҫ.

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин