Ҫитӗнӳсем тума пулӑшакан турнир

Красноармейскинче Виктор Николаев парнисене ҫӗнсе илессишӗн сӗтелҫи теннисла выляс енӗпе турнир иртрӗ. Унта Трак тӑрӑхӗнчи пур шултан вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. 

Красноармейскинче шкул ачисем хушшинче сӗтелҫи теннисла выляс енӗпе ку турнира 2013-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Спортсменсем ҫулталӑкне икӗ хутчен - кӗркунне тата ҫуркунне тӗл пулаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен шучӗ хальхинче те йышлӑ пулчӗ - пӗтӗмпе 60 яхӑн ача вӑй виҫрӗ. 

Турнира Красноармейски тӑрӑхӗнчи сӗтелҫи теннис федерацин президенчӗ Виктор Николаев пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. "Ӑмӑртусен тӗп тӗллевӗ - ҫитӗнекен ӑрӑва ҫак спорт тӗсне явӑҫтарасси, спортсменсен ӑсталӑхне ӳстерме майсем туса парасси", - палӑртаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. 

Елена Дмитриева, Юрий Васильев