Ҫитӗнекен ӑрушӑн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче

Вӑрмар тӑрӑхӗнче Владимир Сергеев аслӑ лейтенанта, танк взвочӗн командирне асӑнса иккӗмӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Спорт уявӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене республикӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗнчен пуҫтарчӗ. 

Владимир Сергеев - ҫитӗнекен ӑрушӑн яланах тӗслӗх вырӑнӗнче пулӗ. 24 ҫултах йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ, ҫар ҫыннисем хушшинче нумай енлӗ тупӑшса пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ. Чупай ҫӗрӗнче паттӑр ячӗпе ӑмӑрту ирттересси ырӑ йӑлана кӗни савӑнтарать. Ҫакӑнта Володьӑн ашшӗпе амӑшӗн, шӑллӗн, физкультура учителӗн Александр Ноздринӑн тата округ администрацийӗн тӳпи пысӑк. Ӑмӑртӑва уҫма пухӑннӑ сумлӑ хӑнасем Владимир Сергеев ҫӗршывӑн хастар хӳтӗлевҫи пулнине палӑртрӗҫ. 

Пати ялӗн каччи Чупайри пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан тӗп шкулта 9-мӗш класчен вӗреннӗ. Унтан Вӑрмарти Егоров ячӗллӗ шкулта 11 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑсталӑхне Хусанти танк училищинче туптанӑ. Спортпа ӗнтӗ ачаранах туслӑ пулнӑ. Владимир Сергеева хисеплесе чупӑва чылай ҫын хутшӑнчӗ. Спортсменсем Вӑрмар тӑрӑхӗнчи шкулсенчен кӑна мар, ытти муниципалитетсенчен те пулчӗҫ. Старта Шупашкарпа Канаш хулисенчи, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Канаш округӗсенчи йӗлтӗрҫӗсем тухрӗҫ. 

Аслӑ ҫултисем те хастар пулчӗҫ. Канаш тӑрӑхӗнчи Яманкасси ялӗнчен килнӗ Василий Агусев 68 ҫулта. Апла пулин те вӑл пӗр ӑмӑртуран та тӑрса юлмасть.

Ӑмӑртӳ хӗрӳ иртрӗ. Йӗлтӗр ҫине Владимир Сергеевӑн йӑмӑкӗпе шӑллӗ те тӑчӗҫ. Пиччӗшӗ пекех Даниилпа Иустина малта пулма тӑрӑшрӗҫ. Спортсменсене юлташӗсемпе тӑванӗсем хавхалантарсах тӑчӗҫ.

Мала тухнисене тӗрлӗ ушкӑнра палӑртрӗҫ, дипломсемпе медальсем, асӑнмалӑх парнесем парса чысларӗҫ. Пурне те вӗри чейпе тата пылак кучченеҫсемпе сӑйларӗҫ. Паттӑр салтак ячӗпе иртекен ӑмӑрту шайӗ ҫулсерен ӳссе кӑна пырӗ.

Диана Иванова, Вадим Владимиров