Чи пысӑк ҫитӗнӳ - пурте хӑйсем тӗллӗн финиша ҫитрӗҫ

Ишме юратакансем Чӑваш автономийӗн юбилейне Атӑла ишсе каҫса паллӑ турӗҫ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансене те, йӗркелӳҫӗсене ҫанталӑк савӑнтарчӗ. Хӗвеллӗ те ӑшӑ кун, уҫӑ сывлӑш тата таса шыв - спортсменсене ҫитӗнӳ тума хавхалантарчӗ. Атӑла парӑнтарма 45 ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсене 3 ушкӑна пайланӑ. Спортсмен-профессионалсене шурӑ тӗслӗ калпакпа, ишме юратакансене - хӗрлипе, тин кӑна ҫак спорта явӑҫнисене вара сарӑ тӗслипе тивӗҫтерчӗҫ. Ҫапла майпа ӑмӑрту хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплисене хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӑмӑл пулчӗ.

 

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин