Чӑваш кӗрешӗвӗн чемпионачӗпе первенствин ҫӗнтерӳҫисем паллӑ

Тӗп хулари "Волга" физкультурӑпа спорт комплексӗнче кӗрешӳ енӗпе республикӑн 3-мӗш чемпионачӗпе первенстви иртрӗ. Ӑмӑрту тӗрлӗ хулапа округри чи вӑйлӑ атлетсене пуҫтарчӗ. 

Нумаях пулмасть чӑваш кӗрешӗвӗ наци уявӗсенче иртекен ӑмӑрту кӑна шутланнӑ. Паян вара вӑл регионта аталаннӑ спорт тӗсӗсенчен пӗри. Республика Правительстви тӑрӑшнипе хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре профессионал кӗрешӳҫӗсене хатӗрлеҫҫӗ, аслӑ вӗренӳ учрежденийӗсенче тренерсене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Унпа пӗрлех 18 муниципалитетра секцисемпе кӗрешӳ уйрӑмӗсен алӑкӗсем уҫӑлнӑ. Вӗсенче 800 атлет ӑсталӑхне туптать. Ҫавӑн пекех тӗнче шайӗнчи стандартсене тӗпе хурса ҫак спорт тӗсӗн нормисемпе правилисене ҫирӗплетнӗ. Чи пӗлтерӗшлӗ утӑм вара - кӗрешӗве Раҫҫейри ӑмӑртусен календарьне кӗртни. 

Никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар, чӑваш наци кӗрешӗвӗ 2023-мӗш ҫулта республикӑра пӗрремӗш хут иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери наци вӑййисем хыҫҫӑн пысӑк утӑмсемпе аталанма пуҫланӑ. Паян ку спорт дисциплинипе профессионал спортсменсем кӑна мар, ҫамрӑксем те кӑсӑкланаҫҫӗ. Ку хутӗнче чемпионатпа первенствӑра атлетсем 16 виҫе ушкӑнӗнче тупӑшрӗҫ. Ҫитӗннисемпе танах 15-17 ҫулти яшсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командине лекнине шута илсе тупӑшу самай хӗрӳ пулчӗ. Первенствӑра палӑрнисемшӗн те пысӑк спорта тухмалли майсем уҫӑлаҫҫӗ. Пьедестал ҫине хӑпарнисем авӑн уйӑхӗнче Анапӑра пулакан Раҫҫей шайӗнчи тупӑшӑва хутшӑнма пултарӗҫ. 

Леонид Петров, Святослав Петров