Чӑваш каратисчӗсем тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура палӑрнӑ

Чӑваш Ен каратисчӗсем Казахстанри Уральск хулинче йӗркеленӗ сумлӑ ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗҫ. Унта WKC каратэ енӗпе иккӗмӗш уҫӑ чемпионатпа Ази Кубокӗ иртрӗ. 

Казахсем чемпионата хутшӑнакансене вӗр-ҫӗнӗ спорт комплексӗнче йышӑнчӗҫ: вӑл нарӑс уйӑхӗнче анчах хута кайнӑ. Ази континентӗнчи 12 ҫӗршывран килнӗ 600 спортсмена ҫӳллӗ шайра кӗтсе илнисӗр пуҫне вырӑнти халӑхӑн йӑла-йӗрке уйрӑмлӑхӗсемпе паллаштарма та ӗлкӗрчӗҫ.

Спортсменсем континент чемпионачӗпе Кубокӗн 150 медаль пуххине ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ. Раҫҫей каратисчӗсем чи вӑйлисемпе ӑмӑртса та лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарчӗҫ: пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашкине анчах пирӗн спортсменсем 68 хут хӑпарма пултарчӗҫ. Чӑваш Ен спортсменӗсен ҫитӗнӗвӗсем те пысӑк. Руслан Николаевпа унӑн икӗ хӗрӗ, Миланӑпа Мирослава, ултӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗҫ. Шупашкарти 4-мӗш гимназире 8-мӗш класра вӗренекен Екатерина Пикина икӗ, Егорпа Фёдор Коротковсем - тӑватӑ ылтӑн медале тивӗҫрӗҫ. Азандей Тимофеевӑн та ылтӑн. 

Коопераци институчӗн студенчӗ, 18 ҫулти Руслан Самарин, тытӑҫу вӑхӑтӗнче аманчӗ пулин те чи сумлӑ кумитэ иппон категорийӗн финалне тухма пултарчӗ. Максим Ивановӑн вӗренекенӗ Ҫурҫӗр Корейӑран килнӗ тӗнче чемпионӗпе тытӑҫрӗ. Вӗсем пӗр шайра тенӗ пекех тупӑшрӗҫ, анчах судьясем Чонг Вон Бо майлӑ пулчӗҫ. Сӑмах май, Корея хӗрӗ Пак Су Жомг та пӗрремӗш вырӑна тухрӗ.

Пӗтӗмӗшле команда кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Ази Кубокне Раҫҫей сборнӑйӗн спортсменне Алман Тимофеева пачӗҫ. Килес ҫул тӗнче чемпионачӗ Индири Бангалор хулинче чӳк уйӑхӗнче пулать.

Марина Карягина, Вячеслав Ильин