Чӑваш Енри вӑрҫӑ инваличӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленипе Муркаш тӑрӑхӗнче культурӑпа спорт фестивалӗ иртрӗ

Тӗрлӗ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ветерансем республика шайӗнчи ӑмӑртӑва ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑнчӗҫ. 

Каршлӑх таврашӗнчи уҫланкӑра чӑн-чӑн спартакиада пырать. Пухӑннисем спортӑн 10 енӗпе тупӑшаҫҫӗ: пӗрисемшӗн волейбол кӑсӑклӑ, теприсем теннис мечӗкне вӗҫтерме ӑста, виҫҫӗмӗшсем шашка-шахматла выляса пуҫ ватаҫҫӗ. Кунта хул вӑйне виҫекенсем те, чупса мала тухассишӗн ӑмӑртакансем те пур. Спартакиада "Спорт - пурнӑҫ йӗрки" федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртрӗ. Тӗрӗссипе, ҫак культурӑпа спорт фестивалӗ - вӑрҫӑ ветеранӗсен ҫемье уявӗ. Пурте мӑшӑрӗсемпе, ачисемпе килнӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем уйрӑм ӑмӑртусенче тупӑшаҫҫӗ. 

Марина Карягина, Иван Макеев