Чӑваш Енри шкулсенчи волейбол дружинисем республика шайӗнчи финал умӗн Вӑрмарти турнира пухӑнчӗҫ

Спортсменсен тӗл пулӑвне ҫӗршыв хӳтӗлевҫин тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалларӗҫ. Ҫамрӑксем 17-мӗш хут регионсем хушшинчи ӑмӑртӑвӑн парнисемшӗн тупӑшрӗҫ. 

Вӑрмара Чӑваш Енри округсемпе хуласенчен волейбол ушкӑнӗсем килсе ҫитнӗ. Мари, Тутар республикисенчи спортсменсем те хӑйсен вӑйӑри ӑсталӑхне кӑтартас тенӗ. 

100 пин тенкӗпе танлашакан сумлӑ парне фончӗ командӑсене тата та хӗрӳрех выляма хистерӗ. Пурӗ ӑмӑртӑва хӗрсен - 11, яшсен 9 команди хутшӑнчӗ. Турнира йышӑнакансем 2 ушкӑн тӑратнӑ. Вӑрмарсен чысне "Урмарочка" пикисем тата Мӑнҫырма шкулӗн вӗренекенӗсем хӳтӗлерӗҫ. Хӗрсем хушшинче Ҫӗнӗ Шупашкарти "Альтаир" команда финалта Тутар республикинчи нурлатсене 2:0 шутпа выляса илсе тӗп парнене тивӗҫрӗ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкил каччисем те малтанласа аван кӑтартупа палӑрса пычӗҫ. Анчах тренерӗн шухӑшӗпе 2 ҫул каялла 3-мӗш вырӑна тухнӑ ушкӑна хальхинче ӑнмарӗ. 

Каччӑсем хушшинче турнирӑн 25 пин тенкӗпе танлашакан тӗп парнине "Ирбис" дружина ҫӗнсе илчӗ. Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекенсем финалта патӑрьелсене 2:0 шутпа ҫӗнтерчӗҫ. 

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин