Патӑрьел тӑрӑхӗнче кӑҫал спорта уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Шӑнкӑртамра физкультурӑпа сывлӑх комплексне хӑпартнипе пӗрлех Нӑрваш Шӑхальте "ӑслӑ" спорт лапамне хута янӑ. Ӑна "Бизнес-спринт" федераци проекчӗ пулӑшнипе тунӑ. Ҫӗршыв тата республика бюджечӗсенчен пурӗ 12 миллион та 310 пин тенкӗ тӑккаланӑ. Спорт лаптӑкне кӗске вӑхӑтра хута янӑ.
Унччен Каҫал тӑрӑхӗнчи Чӗчкен вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те физкультура урокӗсене спорт уйӗнче лайӑх ҫанталӑкра кӑна ирттерме пултарнӑ. Йӗпе-сапара кунта ҫӑмӑл пушмакпа ҫӳресси пирки ачасем ӗмӗтленме те пултарайман. «Ӑслӑ» спорт лаптӑкӗ хута кайсан вара вӗренекенсем ытларах урама туртӑнма пуҫланӑ. Сывлӑха уҫӑ сывлӑшра ҫирӗплетнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук, теҫҫӗ.
«Ӑслӑ» лаптӑка хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Вӗсемпе тӗрлӗ хӑнӑхтару тума пулать. Мӗнлӗ тӗрӗс пурнӑҫламаллине вара кьюар кодпа куҫса видео пӑхма пултараҫҫӗ. Воркаут лаптӑкӗпе пӗрлех кунта баскетбол, футбол, хоккей уйӗсем те йӗркеленӗ. Объект хакӗ 13 миллион та 300 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ. Чӗчкенсем кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Тепӗр тапхӑрпа спорт лаптӑкӗ тавра электричество хунарӗсем вырнаҫтарас тӗллевлӗ. Ҫакӑ "Ӑслӑ лаптӑкпа" кирек хӑш вӑхӑтра та усӑ курма май парӗ.
Леонид Петров








