Чӑваш Енри физкультурӑпа спортӑн аталану ҫул-йӗрне сӳтсе яврӗҫ

Ҫакӑн ҫинчен калакан документа 2030-мӗш ҫулччен пӑхса хунӑ. Пӑр керменӗнче иртнӗ сессие пухӑннисем пилӗк ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ тата тӗллевсене палӑртрӗҫ. 

Анлӑ ларӑва физкультура тата спорт министрӗ Василий Петров уҫрӗ. Иртнӗ пилӗк ҫулта регионта спортпа ҫыхӑннӑ 98 объект хута янӑ. Вӗсене "Демографи" наци проекчӗ, ҫавӑн пекех "Спорт - пурнӑҫ норми" тата "Бизнес - спринт" федераци проекчӗсем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫак тапхӑрта спортпа туслисен шучӗ те 14 процент ӳснӗ. Апла пулин те ку ыйтусем малашне те пӗлтерӗшлӗ пулассине каларӗ министр. Уйрӑмах ялсене ытларах тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ. 

Чӑваш Ен - сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тӑрӑшакан регион. Ҫакна ҫирӗплетсе 2030-мӗш ҫул тӗлне спортпа туслисен шучӗ мӗн пур халӑхран 70 процентран кая мар пулмалла. Сывлӑха ҫирӗплетмелли обьектсем те ҫителӗклӗ уҫӑлмалла. Ҫулсерен республикӑра тӗрлӗ шайри спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен пӗтӗм тӗнчери наци кӗрешӗвӗсен вӑййине хутшӑнакансене тараватлӑ кӗтсе илӗ. 

Ларура ҫӗкленӗ ыйтусене ҫитес Аслӑ экономика канашӗн ларӑвӗнче сӳтсе явса спорт аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрне ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫирӗплетме палӑртаҫҫӗ. 

Оксана Верликова, Михаил Солин