Чӑваш Енре шахбокс енӗпе пулакан турнирта республика чысне Вӑрнарти атлет хӳтӗлеме хатӗрленет 

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта хӑйнеевӗрлӗ турнир пулать. Шахматла вылякансен Раҫҫей чемпионачӗн суперфиналӗпе килӗшӳллӗн республикӑра пӗрремӗш хут шахбокс енӗпе Гран-при иртет. Унта ҫӗршыври чи пултаруллӑ 4 спортсмен тупӑшӗ. Чӑваш Ен чысне Вӑрнар районӗнчи Дмитрий Прокопьев хӳтӗлӗ. 

Дмитрий Прокопьев куллен икӗ-виҫӗ сехет залта ирттерет. Вӑл мӗн ачаран спорт сукмакне такӑрлатма пуҫланӑ. 7 ҫулта ӑна ашшӗ-амӑшӗ ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцине янӑ. Арҫын ача ушкӑнра чи кӗҫӗнни пулнӑ пулин те, тренерсене тӑрӑшулӑхӗпе тата ҫивӗчлӗхӗпе тӗлӗнтернӗ. Район тата республика шайӗнчи ӑмӑртусенче тӑтӑшах малти вырӑнсене йышӑннӑ. 16 ҫулта вара Дмитрий кикбоксинг енӗпе Геннадий Егоров тренер патӗнче ӑсталӑхне туптама пуҫланӑ. Кунта та ҫамрӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ. Пӗлтӗр Дмитрий бокс енӗпе Чӑваш Ен чемпионӗ пулса тӑнӑ. Халӗ спортсмен шахбокс енӗпе пулакан турнирта республика чысне хӳтӗлеме хатӗрленет. Сӑмах май, ҫак спорт тӗсӗпе 2003-мӗш ҫултанпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Унта малтан боксра вӑй виҫеҫҫӗ, унтан вара шахматла выляҫҫӗ. 

Елена Дмитриева, Игорь Ульянов